Википеди cvwiki https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%C4%95%D0%BF_%D1%81%D1%82%D1%80%D0%B0%D0%BD%D0%B8%D1%86%C4%83 MediaWiki 1.39.0-wmf.23 first-letter Медиа Ятарлă Сӳтсе явасси Хутшăнакан Хутшăнаканăн канашлу страници Википеди Википеди сӳтсе явмалли Ӳкерчĕк Ӳкерчĕке сӳтсе явмалли MediaWiki MediaWiki сӳтсе явмалли Шаблон Шаблона сӳтсе явмалли Пулăшу Пулăшăва сӳтсе явмалли Категори Категорине сӳтсе явмалли TimedText TimedText talk Модуль Обсуждение модуля Гаджет Обсуждение гаджета Определение гаджета Обсуждение определения гаджета Кăтра 0 10168 751272 748654 2022-08-11T17:12:13Z 176.52.98.149 Хутакрахви wikitext text/x-wiki {{toc-right}} [[Ӳкерчĕк:Monument to Kotrag.jpg|мини|Шемурша ялĕнчи Кăтрак пĕлÿкĕ (палăкĕ).]] '''Кăтра''', (историлле литературăра '''Котраг''', [[VII]] ĕмĕрте пурăннă), '''Кăтра Паттăр''' — Çурçĕр Кавказри аслă пăлхарсен пĕр пайне [[Атăл]] тата [[Кама|Шуратăл]] тăрăхĕ еннелле илсе килнĕ [[çын]], [[Кубрат]]ăн иккĕмĕш ывăлĕ; авалхи пăлхарсен (авалхи чăвашсен) патши. Купрат [[патша]] вилнĕ хыççăн пăлхар йăхĕсен пĕр пайĕн ĕмпĕвĕ (патши) пулса тăнă теме пулать. [[Историлле çăлкуç]]ра [[Феофан Пĕлтеревçĕ]] ({{lang-el|Θεοφανής Ομολογητής}}, {{lang-la|Theophanes Confessor}}, [[760]] тĕлĕ —[[818]]) ун пирки çапла каланă<ref>[http://www.fictionbook.ru/author/feofan_ispovednik/hronografiya/feofan_ispovednik_hronografiya.html#TOC_id2715411 Хронография Феофана Исповедника по переводу версии О. Бодянского, 1854 год] {{Webarchive|url=https://web.archive.org/web/20070927212842/http://www.fictionbook.ru/author/feofan_ispovednik/hronografiya/feofan_ispovednik_hronografiya.html#TOC_id2715411 |date=2007-09-27 }}</ref>.: {{Цитата пуçламăшĕ}} Тепĕр ывăлĕ, Котраг ятлăскер, Танаис<ref>Дон шывне çапла каланă.</ref> урлă каçса аслă пиччĕшне хирĕçле вырнаçнă. {{Цитата вĕçĕ}} Асăннă [[пулăм]] [[671]]-мĕш çулта пулса иртнĕ. [[Атăл]]па [[Кама|Шуратăл]] тĕлне хăçан пырса тухни тĕп-тĕрĕссĕн паллă теме май çук. Çапла вара Котраг пирки, ун çинчен çăлкуçсенче асăнни шутсăр нумай теме çук пулин те, [[халап]]ри [[сăнар]] мар, чăн-чăн историлле çын темелле. [[File:Theophanes the Confessor bids farewell to patriarch Nikephoros.jpg|left|thumb|[[Феофан Пĕлтеревçĕ]]пе тата [[Никифор (Константинополь патриархĕ)|Никифор патриарх]]па çыхăннă [[XIII ĕмĕр]]ти ÿкерчĕк (иккĕмĕшне пуç янă май сывпуллашаççĕ, [[815]]-мĕш [[çул]])]] [[File:Exile of Patriarch Nikephoros.jpg|thumb|left|[[Никифор (Константинополь патриархĕ)|Никифор патриарх]]па çыхăннă [[XIII ĕмĕр]]ти ÿкерчĕк (пуç яни, [[815]]-мĕш çул)]] Асăннă пулăм пирки [[Феофан Пĕлтеревçĕ]] çеç мар, тата [[Никифор (Константинополь патриархĕ)|Никифор патриарх]] та ({{lang-el|Πατριάρχης Νικηφόρος}}; [[758|758]] тĕлĕ — [[828|828]]) хăйĕн "Бревиария" ятлă ĕçĕнче шăп та шай çапла пĕлтерет<ref>Дроздов, Юрий Николаевич. [https://books.google.ru/books?id=Prd4Ij5HGLQC&pg=PA411&lpg=PA411&dq=котраг+феофан+исповедник&source=bl&ots=6IRm1GsAnr&sig=3VOuXCaE3iGd7cp6yayfhZiQ8H4&hl=ru&sa=X&ved=2ahUKEwimvfjDqvLfAhVSqYsKHZBoAcUQ6AEwAnoECAcQAQ#v=onepage&q=котраг%20феофан%20исповедник&f=false Тюркскоязычный период европейской истории] — Литера, Moskva : Litera, [[2011]].</ref>. Кунсăр пуçне малтанхи автор, Феофан Пĕлтревçĕ, "котраг" тесе пăлхарсен пĕр йăхне те асăнать. Палăртас пулать, Никифор та, Феофан та Котраг Дон урлă каçса вырнаçни пирки çеç калаççĕ, Атăлпа Шуратăл патнех çитни пирки калани çук кунта (тен, хроникăсен урăх тĕлĕсенче пур пуль). Çапах та ку пурпĕрех [[çурçĕр]]елле тунă пĕрремĕш [[утăм]] пулать. Çапла вара, Византире пурăннă Никифор патриарх тата Феофан Пĕлтеревçĕ, иккĕшĕ те, Котраг пирки пĕлмелли тата пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă тĕп историлле çăлкуçсем пулса тăраççĕ. == Ытти тĕрлĕрен ăпăр-тапăр "хыпар" пеккисем == Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем: [[сăкăтсем]], [[шăхальсем]], [[уписем]], [[сăварсем]], [[элшелсем]], [[эссекелсем]], [[чăвашсем]] тата ыттисем те çурçĕрелле кайса тапăнса пыракан хасарсенчен хӳтĕленме Танаис хĕрринче [[Саркел]] хулине туса хураççĕ. Анчах та хасарсем тапăнса килнине чăтма питĕ йывăр пулса пырать. Вара Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем тата çурçĕререх кайса тăватă Атăл — [[Чулман Атăл]], [[Шурă Атăл]], [[Нухрат Атăл]], тата Аслă Атăл — тăрăхне вырнаçаççĕ те хăйсен шĕкĕр хулине никĕслеççĕ. Ку — [[Аслă Пăлхар]] хули. Ытарайми хитре те пуян çĕршыв пулнă ку тăрăх: "... виçĕ тĕслĕ çĕршыв пулнă, — çырса кăтартать Тинехпи Петĕр Михалкки. — Чăн кăнтăрта — пуш-уйла хирсем, варринче — çеçенхирсем, Самартан çурçĕрелле тата вăрманлăхсем... Кай енче — Мăн Атăл, мал енче —[[Ейĕк]]. Çурçĕр енчерехрен Мăн Атăла чалăшăн Чулман Атăл юхса кĕрет. Варринче тата урлă та пирлĕ юхакан пĕчĕкрех шывсем пит нумай. Вĕсенĕ хушшинче чи паллăраххисем: [[Ирхис]], [[Самар]], [[Кинел]], [[Сук]], [[Çарăмсан]] — кусем Атăла юхса кĕреççĕ. Шуçăм (Шешма), [[Сай]], Ах (Ик), Шурă Атăл хăйĕн Тимпе йӳппипе Чулмана юхса кĕреççĕ. [[Сакмар]]па [[Салмаш]] тата Ейĕке шыв туртараççĕ. Купрат патша ывăлĕ Кăтра паттăр хăйĕн халăхне чунтан-вартан юратнă. Тăван халăхĕ çĕнĕ хăтлă çĕршывра лайăх ĕрчесе-хунаса телей курса пурантăр тенĕ ĕнтĕ вăл. == Халери == <gallery> Ӳкерчĕк:Monument to Kotrag 3.jpg|Кăтрак пĕлÿкне (палăкне) Шемуршара уçни 12.07.2022 Ӳкерчĕк:Monument to Kotrag 2.jpg|Кăтрак пĕлÿкĕ (палăкĕ Чăваш Ен Шемурша я. </gallery>[[File:Bulgarians and Slavs VI-VII century.png|thumb|400px|Авалхи пăлхарсен çул-йĕрĕ]] == Вуламалли == * Феофан Пĕлтеревçĕ. [https://www.e-reading.club/book.php?book=73587 Хронографи (вырăсла куçару)]. Куçаруçă: Терновский Ф. — Электронла ресурс. * [[Бичурин Никита Яковлевич|Бичурин Н.Я.]], «Собрание сведений». * Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», [[1866]]. * «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», [[1884]]-[[1887]]. * [[Комиссаров Гурий Иванович|Кури Вантер]], "Чăваш халахĕн историйĕ", [[Шупашкар]], "[[Ялав]]" библиотеки, [[1990]]. * Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа». * Артамонов М.И. * [[Иоахим Вернер]], "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" [[хаçат]], [[1985]], [[кăрлач, 9]] кунĕ. * Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, "" * Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, "" * К. Иречек, "История болгар", [[Варшава]], [[1877]]. * [[Гумилев Лев Николаевич|Гумилев Л.Н.]], "Древние тюрки" * [[Каховский Василий Филиппович|Каховский В.Ф.]], "Происхождение чувашского народа", [[2003]]. * Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары". * "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, [[Мускав]], [[1987]]. * [[Евгени Константинов]], "Дрезговини" (Ӗнтрĕк), роман, [[София]], "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, [[1960]]. * [[Юхма Мишши]], «Авалхи чăвашсем», [[1996]], [[Шупашкар]]. * [[Тинехпи Петĕр Михалкки]], "Чăваш историйĕ çинчен", шупашкар, [[1928]]. == Асăрхавсем == {{Асăрхавсем}} == Каçăсем == * Савнеш, Софья. [https://chuvash.org/news/32090.html Культура: Шӑмӑршӑра Атӑлҫи Пӑлхар патшине халалланӑ палӑк лартнӑ] * [https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=3062043 В Шемурше установлен памятник основателю Волжской Булгарии] {{Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем}} [[Категори:Аслă Пăлхар]] [[Категори:Атăлçи Пăлхар]] [[Категори:Истори]] [[Категори:Авалхи истори]] [[Категори:Чăваш историйĕ]] ec9d9c6gkjotu2lrbievbyx9fbmnn4e Шаблон:Potd/2022-08-15 10 103654 751273 2022-08-11T18:49:05Z Ymblanter 7764 Çĕнĕ страница "Bengal tiger (Panthera tigris tigris) female 3.jpg" wikitext text/x-wiki Bengal tiger (Panthera tigris tigris) female 3.jpg 885gxab2nleuz0x9y4cuy35k8oul53p Шаблон:Potd/2022-08-15 (cv) 10 103655 751274 2022-08-11T18:49:17Z Ymblanter 7764 Çĕнĕ страница "Бенгальский тигр, национальный парк Канха, Мадхья-Прадеш, Индия" wikitext text/x-wiki Бенгальский тигр, национальный парк Канха, Мадхья-Прадеш, Индия 8sv0o7dlkv6kok3y94ixjusmiocp5hz